Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тури Татмӑш

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ Агриппина Янович 100 ҫул тултарнӑ.

Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пикене 1942 ҫулхи ҫуркунн ҫар ретне илнӗ. Медицина сестри пулса вӑл Мускавран Кенигсберга ҫитнӗ, Курск пӗкки патӗнчи хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ.

Агриппина Алексеевна юнпа тӑпра хутӑшнӑ самантсем пирки нумай каласа кӑтартма пултарать. Темле хӑрушӑ вӑрҫӑра пулнӑ пулин те вӑл ӑшӑ кӑмӑлла та уҫӑ чунлӑ.

Кинемей ӗҫлеме ӳрӗк пулнӑран пӗлтӗр те дачӑра ҫу каҫнӑ.

Агриппина Алексеевнӑн нумай награда. Кӑҫал вара ӑна «Чӑваш Республикин хисепле гражданине» ят панӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Венера Пайгильдина артисткӑн 50 ҫулхине халалланӑ уяв каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.

Венера Пайгильдина — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Пултаруллӑ сцена ӑсти 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Сцена ҫине пуҫласа шкулта вӗреннӗ чухнех, «Ҫутӑ ӗмӗт» вокал ансамбльпе тухнӑ. Хӗр Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, унта Ҫамрӑксен театрӗн директорӗпе, Зоя Ярдыкова режиссерпа паллашнӑ. 1996 ҫулта Зоя Дмитриевна училище вӗренсе пӗтернӗ Венерӑна театра ӗҫлеме чӗннӗ.

 

Спорт
t.me/chuv_kray/3755 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray/3755 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш спорчӗн ҫӑлтӑрӗ Анна Кулинич-СорокинаПарижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑл сӑнна 38,1 метра ывӑтма пултарнӑ.

Анна Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Элӗк районӗнчи Тури Таташ ялӗнчен. Хӗрача 12 ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ япӑх куракансен тата начар илтекенсен Шупашкарти спорт шкулне вӗренме янӑ. Унта вӑл спорта юратса пӑрахнӑ.

Халӗ Анна 32 ҫулта. Вӑл — Лондонри Паралимпиадӑри кӗмӗл призерӗ тата тӗнче чемпионки, Токиора 200 метра чупассипе бронза медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе вӗсемывӑлпа хӗр ӳстереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3755
 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускаври «Хӗвелтухӑҫ» станцире «Аслӑ Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем» экспозици уҫӑлӗ. Унта Совет Союзӗн 70 Паттӑрӗ кӗрӗ. Ҫав шутра пирӗн ентеш Агриппина Алексеевна Янович та пулӗ. Вӑл 98 ҫулта.

Агриппина Алексеевна – Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнчен. 17 ҫулта чухне ӑна Троцк хулине мобилизациленӗ, унта медсестрана вӗреннӗ.

Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Ӑна «Ҫапӑҫура кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ.

Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Ҫуннӑ ҫурт
Ҫуннӑ ҫурт

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче инкек пулнӑ. ИӖМ дежурнӑйӗн пульчӗ ҫине каҫхи 10 сехет те 45 минутра 33 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. Пушар бригади тӳрех вырӑна тухнӑ.

Ҫурт ҫунма тытӑннине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн ҫул ҫитмен пӗчӗк ачисен пурнӑҫне ҫӑлнӑ темелле. Вӑл ҫывӑракан амӑшне тата ачисене вӑратнӑ, урама илсе тухнӑ.

40 минутран пушара сӳнтернӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Хӗрарӑм каҫхине электроприборсене сӳнтерсе выртман-мӗн.

 

Афиша

Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.

Акӑ Акатуй ирттермелли график.

Акӑ график:

1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.

2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.

3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет

4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.

5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.

6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.

7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.

8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.

9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.

10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.

11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи